«Ял тăрăхĕсене комплекслă аталантарасси» çĕршыв шайĕнчи программăпа Чăваш Республикинче виçĕ çĕнĕ шкул хăпартма йышăннă. Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Чурачăк тата Канаш тăрăхĕнчи Янкăлч ялĕсенче ĕç пуçланнă. Çак шкулсене çитес çул авăн уйăхĕн 1-мĕш тĕлне туса пĕтермелле. Ĕç-пуç мĕнле пынине Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров вырăна çитсе тĕрĕслерĕ.
Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Чурачăк ялĕнче шкул никĕсленнĕренпе 60 ытла çул иртнĕ. Çавăнпа ку çурт санитари, хăрушсăрлăх нормисене тивĕçтермест. Çав-çавах унта 21 ялтан 90-а яхăн ача пĕлӳ илме çӳренĕ. Çĕнĕ шкул хăпартни – пуриншĕн те савăнăç.
АЛИНА ПЕТРОВА: “Шкулĕ куçа курăнса тăрать, ӳссех пырать кунран-кун. Мĕн калас килет. Паллах, пирĕн ялшăн, пирĕн ял тăрăхри çынсемшĕн, ашшĕ-амăшсемшĕн, шкулта вĕрентекенсемшĕн, ачасемшĕн ку çав тери пысăк пулăм”. Канаш тăрăхĕнчи Янкăлч ялĕнче пурăнакансем те хĕпĕртеççĕ. Кунта та çĕнĕ шкул çĕкленет. Объектра хĕрӳ ĕç пырать. Кăçал Янкăлч пĕлӳ çуртĕнче ăс пухакансем вĕренӳ çулне кивĕ шкултах пуçлĕç. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара вăхăтлăха кӳршĕ ялти шкула çӳрĕç. 2024-мĕш çулта, пĕлӳ кунĕнче, ачасем çĕнĕ шкулта парта хушшине ларĕç.
СЕРГЕЙ МИХАЙЛОВ: “Канаш тăрăхĕнче строительство çулĕ теме те юрать. Кăçалхи çул пире питĕ нумай шанса панă шкул юсамалли ĕçсем, çĕнĕ шкул тата ытти ĕçсем. Пирĕн пысăк ĕçсем тумалла. Халь эпир Янкăлч тăрăхĕнче. Кунта шкул çĕнĕрен хăпарать”.
СВЕТЛАНА ВАСИЛЬЕВА: “Ку шкулта кадет класĕ валли те, шыравçă отрячĕ валли, пограничниксен отрячĕсем валли хăйне кашнин валли вырăн пулать. Музей, лайăх музей пулмалла. Актовый зал, спортплощадка, тĕрлĕ пĕлÿ илме условисем”. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ĕçе вăхăтра тунине, хатĕрсем çителĕклĕ пулнине палăртрĕ. Вĕренӳ çуртне хăпартакан пĕрлешӳ ĕçне ял çыннисемпе шкул ĕçченĕсем те ырлаççĕ.
ИЛЬЯС АБДУЛВАЛЕЕВ: “Хальхи вăхăтра пĕрремĕш хутра ĕçлетпĕр. Строительсем çитет. 45 арçынсем. 4 кран пирĕн, 2 камаз. Ĕçе вăхăтра туса пĕтерме шантаратпăр”. Ĕçсене çулталăкра вĕçлемелле. Çурта хăпартакансем кĕçех шалта тăрăшма пуçлĕç. Тепĕр вĕренӳ çулĕнче çĕнĕ шкул ачасемшĕн пысăк парне пулĕ.
1 view
195
52
10 months ago 00:02:54 1
Шăнкрав курăкĕ. Первая исполнительница песни Валентина Матвеева. Оригинальная запись.
12 months ago 00:01:58 3
Чăваш Енре – Вадим Жук тата Марина Курчевская
12 months ago 00:01:47 15
Театрсен фестивалĕ уçăлчĕ
1 year ago 00:01:42 1
Финанс пĕлĕвĕ кашни валли
1 year ago 00:01:58 4
«Сăн ӳкерчĕк вăл — истори»
1 year ago 00:02:58 1
Пулас педагогсемшĕн тĕслĕх
1 year ago 00:02:21 1
Советник кампа ĕçлет?
1 year ago 00:04:35 2
Тутлă та илемлĕ çырла пухаççĕ
1 year ago 00:02:02 1
3 шкул çĕкленет
1 year ago 00:02:04 1
Раштав уйăхĕнче туса пĕтермелле
1 year ago 00:01:50 3
Юсав вăхăтлă вĕçленмелле
1 year ago 00:01:21 1
Чăваш Енри вĕрентекенсене - 200 пин тенкĕ
1 year ago 00:02:40 2
Çĕнĕ стадион, такăр çул
1 year ago 00:01:35 1
Спорт аталанать
1 year ago 00:02:50 1
Çĕнĕ шкул хăпартаççĕ
1 year ago 00:02:41 1
Чăваш Енри кирпĕчсем
1 year ago 00:02:31 1
Уй-хирти шкул
1 year ago 00:02:08 1
Велоспорта юратакансем ăмăртрĕç
1 year ago 00:00:49 1
Çĕнĕ вĕренӳ çулне ĕлкĕртесшĕн
1 year ago 00:02:21 1
Ачасене - ĕç вырăнĕсем
1 year ago 00:01:21 1
«Культурăллă шăмат кун. Раççейри халăхсен вăййисем» акци старт илет