Яланхиллех çурла уйăхĕнче «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» кам пулнине палăртаççĕ. Çакна хула кунĕ умĕн йĕркелеççĕ. Кама параççĕ-ха ăна? Çакна хула çыннисем сасăласа палăртаççĕ. Ун кăтартăвне тĕпе хурса депутатсем çак хисеплĕ ята кама парассине палăртаççĕ.
«Уçă хула» порталта сасăлав пуçланчĕ. «Водоканал» пĕрлешĕвĕн директор çумĕ Николай Емельянов, Шупашкарти кооператив институчĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ Миранда Кольцова, «Акация» культура керменĕн директорĕ Ольга Курганская, Владимир Нагорнов скульптор, Шупашкарти пĕрлештернĕ клубсен тытăмĕн ертӳçи Нина Пирогова, Чапаев ячĕллĕ завод тĕп директорĕ Михаил Резников, Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕн вĕрентекенĕ Анжелика Сидорова - хальхинче хисеплĕ ята кама парассине çичĕ çынран палăртмалла. «Шупашкарăн хисеплĕ çынни» ята илнисен çăмăллăхсем пур. Вĕсем хулана хăтлăх кĕртессипе çыхăннă тата социаллă ыйтусене сӳтсе явнă çĕре хутшăнма пултараççĕ. Пĕлтерĕшлĕ уявсенче – кĕтнĕ хăнасем, таксисĕр пуçне хулари пур транспортпа та тӳлевсĕр çӳрееççĕ, медицина пулăшăвĕшĕн те енчĕке çӳхетмелле мар – тем тĕрлĕ çăмăллăхпа усă кураяççĕ. Сасăлав çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленет. Вырăнти депутатсен шухăшне тĕпе хурса Шупашкар хула кунĕнче кам çак ята илнине палăртаççĕ.
1 view
241
79
1 year ago 00:01:14 1
Сасăлав пырать
1 year ago 00:02:37 1
Юманшăн сасăлар
1 year ago 00:01:02 1
Чăваш Енпе Узбекистан - туслă çыхăнусем аталанаççĕ
1 year ago 00:02:22 2
Сасăлав пырать-ха
6 years ago 00:03:09 1
«Уçă хула» порталта тĕп хулари транспорт реформипе çыхăннă сасăлав малалла пырать
6 years ago 00:02:50 4
Шупашкар аэропортне ят парассипе сасăлав малалла пырать