Олимп резервĕн 2-мĕш спорт шкулĕн базинчи никĕсе асăнмалăх чул хыврĕç. Ку пулăм Чăваш Енре йĕлтĕрçĕсем валли ятарлă çул хатĕрленипе тата физкультурăпа спорт пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнипе çыхăннă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейри йĕлтĕрçĕсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕпе Виктор Майгуровпа тĕл пулчĕ. Чăваш Енре йĕлтĕрçĕсен çулне тăвас ĕçри ыйтусене пăхса тухрĕç.
Ĕçе 2014-мĕш çулта пуçарса янă пулин те вăхăтлăха чарăнса ларнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тăрăшнипе 2021-мĕш çулта вара çĕнĕрен вăй илнĕ. Хальлĕхе ĕçĕн 35 проценчĕ хатĕр. Палăртнă çул йĕлтĕрçĕсем валли çеç мар, триатлонистсемпе велосипедпа ярăнакансем валли те пулĕ. Унсăр пуçне кунта сывлăх енчен хавшак ачасем те ăмăртусене хатĕрленме пултарĕç. Раççейри йĕлтĕрçĕсен пĕрлешĕвĕн пур хушăвне те шута илнĕ. Çавна пула хатĕр çул çинче çĕршыв тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусене ирттерме, вĕсене интернет уçлăхĕнче тимлеме те пулĕ. Воронковсем, Ефремовсем, Башкировсем, Салдимировсем, Акимовсем. Чăваш Енри спортсменсем сахал мар çĕршыв тата тĕнче шайĕнчи тупăшура мала тухнă. Çамрăк ăрушăн, çӳллĕ шайри ăмăртăва хутшăнакансемшĕн, спортра палăрнă çамрăксемшĕн, паллах, йĕлтĕрçĕсен çулĕ хавхалантаракан сăлтавсенчен пĕри пулса тăрĕ. Малашне спортсменсем хатĕрленӳ тапхăрне тăван кĕтесрех ирттерĕç. Йĕлтĕрçĕсен çулне 2024-мĕш çулхи чӳк уйăхĕччен туса пĕтерме шантараççĕ.