Тăван çĕршыв мĕнрен пуçланать?

Пулла — шыв, кайăка — сывлăш, чĕр чуна — вăрман, хир е ту кирлĕ. Çынна вара — тăван çĕршыв. Çут çанталăка сыхласси çуралнă тăрăха сыхланипе танах. Çакна республикăри «Тăван çĕршыв мĕнрен пуçланать?» экологипе патриот проектĕнче хутшăнакансем те çирĕплетеççĕ. Унта ăмăртура палăрнисене чысларĕç.
Back to Top