Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк иртсе кайнă пулин те окоп чавнă паттăрсемпе эпир паллаштарсах тăратпăр. Хальхинче Алексей Зотиков репортер тата Игор Зверев оператор Шупашкар хулинче пурăнакан Юлия Ермолаева патĕнче пулчĕç. Нумаях пулмасть çĕр çул урлă каçнă кинемей Куславкка тăрăхĕнчи Аслă Куснар ялĕ çывăхĕнче сыхлăх сооруженине çĕкленĕ.
Вăрçă çулĕсене аса илсен Юлия Трофимовнăн куçĕсем халĕ те шывланаççĕ. Çимелли пулман, йывăр ĕçе хĕрарăмсемпе ачасем пурнăçланă. Тыл ĕçченĕ Куславкка тăрăхĕнчи Тĕмшер ялĕнче 1923-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланиччен вăл тăван колхозра ĕçленĕ. Хаяр тăшман Тăван çĕршыва тапăнсан унăн та фронта кайма ят тухать. Анчах та унта кайма шăпи пӳрмен ăна.
ЮЛИЯ ЕРМОЛАЕВА: «Апат начар çинипе ман çакăнта мăйра золотуха пулнă. Чир, юхатчĕ вăл. Мана та илсе каятчĕç золотуха пулман пулсан. Çавăнпа илсе кайман вара».
Кинемей палăртнă чир ерекеннисен шутнĕ кĕрет. Ку амак ăна мăйракаллă шултра выльăхсенчен те лекме пултарнă. Вăрçăччен вăл фермăра тăрăшнă. Ку чирпе аптракансем Юлия Трофимовнăн тăван ялĕнче те сахал мар пулнă. Фронта кайман пулсан та 18 çулхи хĕрача çĕнтерĕве тылра туптанă. Аслă Куснар ялĕ çывăхĕнче вăл Хусан хӳтĕлев чиккине çĕклет.
ЮЛИЯ ЕРМОЛАЕВА: «Кĕреçепе урапа тапса, çĕр хытă. Кĕреçепе тапса, кĕреçепе наçилка çине тиенĕ. Иккĕн çĕкленĕ. Икĕ авăрлă – малта та кайра. Эпир тиесе янă наçилкка çине. Вара вĕсем кайса тăкнă. Тарăн чавнă, тарăн пулнă. Нимĕçсем танксемпе килсессĕн унта сикчĕр тесе тарăн чавтарнă».
Тыл ĕçченĕ окоп чавма ансат мар пулнине калать. Алран кĕреçе кайман çамрăк пикен. Вăл ку ĕç хатĕрĕпе ытларах ĕçленĕ. Ĕç хатĕрĕсен йышĕнче лум тата киркка та пулнă.
ЮЛИЯ ЕРМОЛАЕВА: «Нумаййăн пулнă. Пĕтĕмпех хĕрарăмсем пулнă. Арçынсем вăрçăра пулнă. Хĕрарăмсене нушта пулнă. Халь те куç умĕнчех. Кансĕр пулнă, мĕнле чăтса ирттернĕ. Питĕ йывăр вăхăт пулнă. Халь райра пурăнатпăр, Мухтав Турра».
Халĕ кинемей хĕрĕпе пурăнать, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать. «Терт-нушине курнăшăн Турри кун-çулне хĕрхенмен маншăн», – тет кинемей.
7 views
289
59
1 year ago 00:06:42 1
Куславкка тӑрӑхӗнчи Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене халалланӑ асӑну комплексӗнче музей уҫӑлч
1 year ago 00:03:05 7
Хусан чиккине çĕкленĕ
3 years ago 00:01:56 1
«Тылри паттăрлăх» марафон иртĕ
3 years ago 00:02:21 1
Сӑр тата Хусан хӳтелев чиккине тӑвакансене халалланӑ палӑк лартма пулӑшаҫҫӗ
3 years ago 00:02:10 3
Паттăрсене асăнса
3 years ago 00:02:33 3
“Тӑшман ури кунта ан пустӑр“ фильма хатӗрлес ӗҫ вӗҫленсе пырать
4 years ago 00:04:48 1
Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ паттӑр
4 years ago 00:05:09 1
Чӑваш Енре кӑҫал Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен паттӑрлӑхӗн Ҫулталӑкӗ