«Тылри паттăрлăх» марафон иртĕ

Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине пĕрле çĕкленĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче чăваш тата тутар халăхĕсем окоп чавнă. Çак пулăма халалласа Чăваш тата Тутар Республикисенче «Тылри паттăрлăх» патриотла марафон пуçарнă. Ун пирки тĕплĕнрех юн кун Хусан хулинче массăллă информаци хатĕрĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура пĕлтерчĕç. Чулхуларан пуçласа Сталинградпа Астрахань хулисене çитичченех. Атăл хӳтĕлев лини шăпах çавăн тăршшĕ тăсăлнă. Сăрпа Хусан чиккисем асăннă линин пĕр пайĕ пулнă. Окопсене тăшманăн танкĕсене чарма чавнă. Атăлçи тăрăхĕнчи регионсене йышĕнче Чăваш Енре кăна икĕ чикĕ çĕкленĕ. Икĕ республикăра 400 яхăн окоп чавака
Back to Top