Чăваш пики

Чăваш Енре чи ăслă, чи пултаруллă, чи хитре пикене палăртрĕç. Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче 7-мĕш хут «Чăваш пики» конкурс иртрĕ. Унта 14 район пики тупăшрĕ. Тĕрлĕ енчен хак пачĕç вĕсене, апат пĕçерме пултарнине те, ташлама-юрлама пĕлнине те кăтартрĕç.
Back to Top