«Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма»

Хальхи хĕрарăмсем хăйсене пур енлĕн кăтартма тăрăшаççĕ. Кил вучахне тытса пынисĕр, ача çуратнисĕр пуçне вĕсем хăйсене политикăра, услам ĕçĕнче тĕрĕслеççĕ. Регионсем хушшинче «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» фестиваль иртрĕ. Кĕр мăнтăрĕпе уява пухăнма уйрăмах кăмăллă теççĕ чăвашсем. Сĕтелсем халăх апат-çимĕçĕпе йăтăнса лараççĕ. «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» фестивале пухăнакансене кăпăклă сăрапа, сĕтпе кĕтсе илчĕç. Конкурс тĕллевĕ – ача амǎшĕсен сумне ÿстересси, вĕсен пултарулăхĕпе ыттисене паллаштарасси, общество ĕçне явăçтарасси. Фестиваль программи тĕрлĕ конкурспа пуян. Чуна чи пырса тивекенни вăрçă темипе çыхăнтарни. Çĕнтерӳçĕне палăртма тӳресене çăмăлах пулмарĕ. НИКОЛАЙ УГАСЛОВ: «Ахальтен мар ĕнтĕ чăваш хĕрарăмĕсем чи маттурисем, аваннисем тесе калаççĕ. Ман шутпа, пурне те пĕрремĕш вырăн памалла, пурте лайăх». «Ылтăн алă» тата «Тĕпел хуçи» номинацисенче Етĕрне районĕнчи Наталия Ивановăпа Оренбург облаçĕнченех çитнĕ Надежда Сафронова мала тухрĕç. «Пултарулăх çăлкуçĕ» номинацире Светлана Иванова-Ме
Back to Top