Сасси тĕрлĕрен янăрать

Чăваш ялĕсенче ĕлĕк-авалтанах хут купăссăр пĕр уяв та иртмен. Халĕ те унăн сассине илтсен ватти-вĕттин кăмăлĕ çĕкленет, кил-çурт хаваслăхпа çуталса каять. Кашни хут купăсăн сасси тĕрлĕрен. Ятарлă пĕлӳсĕр çак уйрăмлăха сисеймĕн те. Шăпах çак инструментăн асамлă сассине илтме вĕрентет те Питĕр хулинчен килнĕ Игорь Шипков купăсçă. Вăрнар поселокĕнче вăл ăсталăх лаççине ирттерчĕ. «Сывлăш кĕртменнипе хут купăсăн сасси те тасарах, илемлĕрех. Вăл чуна тыткăнлать. Халăх патне çывăх пулнăран унра иксĕлми хăват тапса тăрать», – тет купăсçă. Хут купăспа кирек мĕнле кĕвĕ те выляма май пуррине калать вăл. Кашни халăхăн хăйĕн кĕвĕ. Çакă кăсăклантарать те купăсçăна. Ăсталăх лаççисем Чăваш Енре 10-мĕш çул ирттеççĕ. Игорь Шипковран чылай вĕренеççĕ ентешсем
Back to Top