Шупашкарти Ашмарин урамĕнче пурăнакансене шыв ыйтăвĕ канăçсăрлантарнă. Урамри колонка ĕçлет-ха, анчах та хĕл кунĕсенче вăл пăрланса ларать, шыв витри кĕмест. Çавăнпа та шыв ăсма ансат мар. Çак йывăрлăх пирки вĕсем хĕрÿ линипе шăнкăравласа хула администрацине пĕлтернĕ. Ыйтăва татма май килнĕ -и ? Кун пирки пирĕн сюжетра.