Пĕр пĕчĕк йăнăш вилĕм патне илсе çитерме пултарать. Ача-пăчана пăхса çитерейменнине е самантлăха куçран вĕçертнине пула тухнă инкесен шучĕ республикăра ӳссех пырать. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти Хусанкай урамĕнче пăтăрмах пулнă. Çулталăкри арçын ача кантăкран ӳксе вилнĕ. Пĕчĕккисен пурнăçне сыхлас тесен аслисен мĕн тумалла? Хăрушсăрлăх йĕркисене пирĕн ĕçтешсемпе пĕрле аса илер.
Çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килни – телей. Анчах çак ăраскала упрама тата хӳтĕлеме пĕлмелле. Çакăн çинчен ача çуратакан çуртсенче кашни хĕрарăма ăнлантараççĕ. Диана Матьянова нумаях пулмасть иккĕмĕш ачине çуратнă. Тĕпренчĕкесене ылтăн евĕр упрамаллине аван пĕлет вăл.
ДИАНА МАТЬЯНОВА: «Чӳречесене хупмалла, ачасем кантăкран тухса ӳкесрен, ачан хăйĕн кровачĕ пулмалла. Апатне çитернĕ – каялла, хăйĕн вырăнĕ çине хунă. Шыва кĕртнĕ чухне те ачана пĕччен хăварас çук, куç илмелле мар».
Инкек çыран хĕрринче е кил-çуртри кантăк уçă пулнă чухне çеç тухмасть. Пепкесем амăшĕпе çывăрнă чухне те пурнăçран уйăрлма пултараççĕ. Чылай чухне ĕмĕртекен хĕрарăмсем ăнсăртран кăкăрĕпе ачисен сăмсине, çăварне хуплаççĕ. Çак вăхăтра пепке сывлăш çитменнипе аптраса шар курма пултарнине палăртаççĕ тухтăрсем. Кун пек инкексем ан пулччăр тесе педиатрсем патронаж ирттереççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çеç республикăра 20 ача пурнăçĕ татăлнă. Çуллахи вăхăтра инкексем шыва кĕнĕ вăхăтра, çул çинче тухаççĕ. Кантăкран шăпăрлансем ăсăртран ӳкни те час-час пулкалать. Çавăнпа та ача-пăчаллă çемьесен тимлĕ пулмалла, чӳрече çине питĕрекен хатĕрсем вырнаçтармалла. Ачасен хăрушсăрлăхĕ – аслисен аллинче. Çакна кашнийĕ асра тытма тивĕç.