Ĕçре те, килте те вĕсем яланах пĕрле. Сăмах Ахмедагаевсен çемйи çинчен. Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствинче тăрăшакан Алимпа Любовь 5 çул пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатаççĕ. Çапла майпа вĕсем çемье династине тăсаççĕ.
Шупашкарта пурăнакан Ахмедагаевсене паллакансем çирĕп çемье пек пĕлеççĕ. Ĕçтешĕсем, юлташĕсем вĕсем ĕçчен‚ тăрăшуллă‚ уçă чĕреллĕ тата ырă кăмăллă, спорта малти вырăна хуракансем тесе хак параççĕ. Çемье пуçĕ йĕрке хуралĕн ĕçĕпе 2011-мĕш çултах паллашнă, унăн ашшĕ те, аппăшĕ те, куккăшĕ те çак тытăмра вăй хураççĕ; мăшарĕ вара пĕрлешнĕ хыççăн. Паянхи кун Алим Загидинович – полици майорӗ, пай ертӳçи, Любовь Эдуардовна – полици лейтенанчӗ, вăл çул çитменнисемпе ĕçлекен пай инспекторĕ. Пĕр-пĕринпе вĕсем 2014-мĕш çултах паллашнă. Паянхи кун Амир ывăлĕпе савăнаççĕ. Çемье çĕнĕ кайăк кĕтет. Ĕçри йывăрлăхсене те, пурнăçри пысăк савăнăçа та çÿпçипе хупăлчи евĕр мăшăр пĕрле пайлать. Вĕсем çемье çĕршыв тĕрекĕ пулнине, кил-çуртра килĕшӳ хуçалансан ĕçре те ăнăçу пулнине аван пĕлеççĕ.