30 кил-ҫурта «кӑвак ҫулӑмпа» тивӗҫтернĕ

Чылайăшĕ кил-çурта вутăпа хутса ăшăтнине маннă ĕнтĕ. Анчах та хальлĕхе кăвак çулăм çитеймен çуртсем те пур. Ку ырлăха вĕсенче пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак кунсенче газпа тивĕçтерекен пĕрлешӳ тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн пайташĕсем Сосновка поселокӗнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Сосновкăра пурӑнакан Алексейпе Татьяна Колобановсен ҫуртӗнче тинех газ. «Шыв вӗретме те унччен вӑхӑт нумай иртнĕ», – пĕлтерет мăшăр. Ҫурта вутӑ тата электричество радиаторӗпе хутса ăшăтнă. Хӗлле вара киле çакăншăн нумай укçа тӳлеме тивнĕ. Газпа тивĕçтерес ыйту çĕр-шывра çивĕч пулнине кура пăрăхсене кил-çурт патне тӳлевсĕр çитерме йышăннă. Ку программа 2021-мĕш çулта ĕçлесе кайнă. Çак çăмăллăхпа усă курма Чăваш Енрен 6 000 ытла çын заявка тăратнă. Хальлĕхе 5900 килĕшӳ çирĕплетнĕ. Сосновка тăрăхĕнче пурӑнмалли ҫуртсене газификацилес ĕç хĕрӳ пырать. Паянхи куна 70 километр ытла валеҫмелли сетьсем хывнӑ. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Шупашкар хулинче, Чăваш Республикинче догазификаци оборочĕ çулран çул хăпарса пырать. Кăçал пирĕн 2000 домовладени газифицировать тумалла. Ытларах та ытларах çуртсене газ кĕртмелле». Газификаци программи малашне те пурнӑҫланса пырӗ. Халӗ 150 кил-çуртпа килĕшӳ çирĕплетнĕ, Атăл леш енче пурăнакан 30 ытла кил-ҫурта «кӑвак ҫулӑмпа» тивӗҫтернĕ.
Back to Top