Раççей арминче 1400 чăваш салтакĕ

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çурхи призыв пуçланчĕ. Вăл утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта Раççей çарĕнчи салтаксен речĕ 147 000 яшпа пуянланмалла. Чăваш Енре те çурхи призыв вăхăтĕнче салтак атти тăхăнакансем нумай. Кун пирки Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура калаçрĕç. 18-27 çулти каччăсен салтак атти тăхăнмалла пулать. Çурхи призывра Чăваш Енрен 1400 каччă çар ретне тăмалла. Республикăра призыв ыйтăвĕпе нихăçан та чăрмав пулман. Чăваш ачисем хăйсен тивĕçĕсене лайăх пурнăçлаççĕ. Çу уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне 225 яш салтак форми тăхăннă. Ку – палăртнин 16 проценчĕ. Çарта кирлĕ вăл е ку профессие Улатăр, Канаш, Шупашкар шкулĕсенче алла илме пулать. Ку енпе те чăрмав çук. Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиёр Холиков камсене çар ретне тăрассинчен вăхăтлăх хăтарни пирки те каласа хăварчĕ. Сывлах енчен хавшасан, студент е аспирант пулсан, çемье йывăр лару-тăрăва лексен салтака каярах илсе каяççĕ. Сăлтавсăрах тарса çӳрекенсене 200 пин тенкĕ таран штраф е икĕ çула ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Ятарлă çар операцийĕ пынă тапхăрта пулас салтак амăшĕсене пĕр ыйту хумхантарать – ачасене унта илсе каяççĕ-и? Ларăва пухăннисем призывпа çар ретне тăнисем çапăçу хирне кĕменнине палăртса хăварчĕç.
Back to Top