Иртнĕ кану кунĕсенче асар-писер çумăрлă, çиллĕ çанталăка пула республикăра, çĕршывра чылай пăтăрмахлă лару-тăрусем сиксе тухрĕç. Ҫӗнӗ Шупашкарти патрульпе пост службин взвочӗн командирӗ Сергей Ежов çав кун инкеке лекнĕ çынсене çăлма пултарнă. Вăл хӑйӗн ĕçтешӗсемпе пӗрле Атӑл ҫинче путакансене темиçе те çăлнă. Хӑюллӑ капитан çут çанталăк алхаснă хушăра шыв хĕрринче канакан хăрушлăха лекнĕ çынсене умлă-хыçлă пĕр çыран хĕрринчен тепĕр енне куçарнă. Унӑн катерӗ пулăшăва яланах вӑхӑтра çитет.
СЕРГЕЙ ЕЖОВ: «Çил-тăвăл питĕ вăйлă тухрĕ. Катера çавăрса ан çаптăр тесе ăна суллахай çыран хĕрне пырса тăратрăм. Çил-тăвăл çавăрттарма пуçласан çынсем макăрни илтĕнме пуçларĕ. Пулăшу ыйтма пуçларĕç. Çил-тăвăл кăшт чарăнсан ачасемпе амăшĕсене пурне те хула еннелле каçарса ятăм». Полици капитанӗ патруль катерӗн штурвалӗ умĕнче ҫичӗ ҫул. Патрульпе пост службинче пурĕ 30 çула яхăн ĕçлет. «Çанталăкăн япăх пулăмĕ çук», – теççĕ. Анчах унăн хаярлăхĕ хăш-чухне тавралăха тата этем сывлăхне сиен кӳме пултарать.