Тăван ен, унăн историйĕпе хальхи пурнăçне, халăх йăли-йĕркине тĕпчессипе çыхăннă ыйтусене Шупашкарта йĕркеленĕ таврапĕлÿ шкулĕнче тишкерчĕç. Унта тĕрлĕ регионти ăста тĕпчевçĕсемпе шкул ачисем, çамрăксем хутшăнчĕç. Таврапĕлÿ шкулĕнчи вĕренÿ 2 куна пынă. Унта хутшăнакансем музей ĕçне тишкернĕ, туризм, археологи, этнографи енĕпе ăсталăх лаççисенче пултарулăхĕсене туптанă, ушкăнпа ĕçлес, проект йĕркелессин вăрттăнлăхĕсене ăша хывнă. Çамрăксемпе республикăри ăста таврапĕлÿçĕсем семинарсем ирттернĕ. ИВАН ДУБАНОВ: «Питĕ лайăх, пархатарлă ĕç тесе калас килет, чăваш çĕршывне тĕпчемелле, эпĕ хам та ку енĕпе чылай вăхăт хушши, 30 çул ытла ĕнтĕ, ĕçлетĕп. Чăваш юхан шывĕсене, кÿллисене, çăлкуçĕсен енĕпе ĕçлерĕм». Ачасемпе çамрăксем тавралăха сăнаса тĕпчев ĕçĕсем те çырнă. Хăйсен тишкерĕвĕсене вĕсем краеведени енĕпе кăсăкланакан тус-пĕлĕшĕсене те паллаштарчĕç