Йĕркене пăснă тĕслĕхпе Чăваш Ен çĕршывра 12-мĕш вырăнта. Çын вĕлерни, хваттерсене çунтарни, пурлăх вăрланипе çыхăннă йĕркесĕрлĕхсем сахалланнă. Çакăн пирки Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем коллегин анлă ларăвне пухăнсан пĕлтерчĕç. Йĕркелĕх хуралçисем пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене уçăмлатрĕç. Тĕрлĕ социаллă ыйтăм ирттернĕ хыççăн çакă курăнать – Чăваш Енре пурăнакансем полицейскисем тухăçлă вăй хураççĕ тесе шухăшлаççĕ, пакунлисем лайăх ĕçленине палăртаççĕ. Чăваш Республикинчи йĕрке хуралçине çĕршыври ытти ĕçтешĕпе танлаштарсан ытларах шанаççĕ иккен. Вĕсем çынсене хăтлăхсемпе, патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерес ыйтусене тимлĕхре тытаççĕ. Кăшăллă вирус алхаснипе карантин йĕркине йышăнса ытти ведомство çынсене йышăнма пăрахнăччĕ. Чăваш Ен полицейскисем вара ку ĕçе пăрахăçламан – 470 000 ытла çынна йышăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн çăмăллăхĕсене патшалăх порталĕпе усă курма май туса панăшăн тав турĕ.