Çăлавçă. Инкек пулнă вырăна вĕсем яланах пĕрремĕш çитеççĕ. Пурте çăлавçă пулаяççĕ-и? Республикăра вĕсем пирĕн çителĕклĕ-и? Çак тата нумай ыйтăва уçăмлатма Чăваш Республикинчи синкерлĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн шыравпа çăлав уйрăмĕн пуçлăхĕпе Александр Петрушкинпа тĕл пултăмăр.