Тутлă çиме чылайăшĕ юратать, анчах та апат усăллăхĕ пирки те манмалла мар. Тĕрĕс çиесси сывлăх çирĕплĕхне те витĕм кӳрет. «Апат виçине е унăн пахалăхне шута илмесĕр сăйланни вара хушма ӳт пухасси патне илсе çитерет», - палăртаççĕ тухтăрсем. Ытлашши ӳт хушнипе аптракансен инфаркт, инсульт, диабет, онкологи чирĕсем аталанас хăрушлăх пысăк. Республикăра та çак ыйтăва тимлĕх уйăрса çак кунсенче ытлашши ӳтпе кĕрĕшессипе, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасссипе ятарлă марафон ирттереççĕ. Технологипе апатлану техникумĕнче ăс пухакан Алла Смирнова тĕрĕс апталанма тăрăшать. Ытлашши ӳт хушассинчен вара час-часах çуран утма кăмăллать, ытларах улма-çырла, пахча çимĕç çиме юратать. Паян, акă