80 çулта та ташлаççĕ

Капăр кĕпе, илемлĕ туфли тата чаплă прическа… Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче «кĕмĕл» çула çитнисен балĕ иртрĕ. Аслă ăру çыннисен уявне йĕркелесси 6 çул каяллах йăлана кĕнĕ. Вальс, танго, кадриль, самба тата ытти ташă илемне ватăлма васкаман хастарсен уявĕнче Юлия Адюкова репортёр сăнарĕ.
Back to Top