Халăхсен йăли-йĕркине пĕлни усламра та кирлĕ. Ку ытти регионпа тачă çыхăну йĕркелеме пулăшать. Çак тĕллевпех Раççейре тĕрлĕ ĕçре ертӳçĕ пулма пĕлӳ паракан Президент программи ĕçлет. Унта ăс пухнисем çак кунсенче Чăваш наци музейĕнче пуçтарăнчĕç. Новосибирск, Мускав, Чулхула, Воронеж тата ытти хуласенчен пухăннă хăнасем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç, малашне пĕрле пурнăçа кĕртме палăртнă тĕллевсене уçăмлатрĕç.
Вĕсем пурте тĕрлĕ регионти министерствăра, ведомствăра экономикăна, туризма аталантарассипе тата социаллă пурнăçа лайăхлатас енĕпе вăй хураççĕ.
ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Эпир пĕрле пухăнса малалла пĕр-пĕринпе пĕрле ĕçлесе çак организацине мĕнле аталантарма май пурри çинчен калаçрăмăр. Тата пирĕн паянхи тема ку вăл халăхпа çыхăннă йăла-йĕркесем, унăн культури. Çак ĕçсене тунă чухне вĕсене мĕнле усă курмалла, мĕнле тĕрлĕрен улшăнусем кĕртме пултараççĕ. Çавăн çинчен калаçрăмăр».
Новосибирск облаçĕн суту-илӳпе промышленность палатин, туризм енĕпе ĕçлекен комитет ертӳçи Ирина Беленок, Раççей тĕрлĕ нациллĕ, тĕрлĕ тĕне пăхăнакан çынсене туслă пурăнма майсем туса паракан çĕршыв тесе палăртать. Бизнесра та çавах тет вăл. Ертӳлĕх тытăмĕнче тĕрлĕ халăх çынни ĕçлет. Пĕр-пĕрин хушшинче туслă, тухăçлă çыхăнусем йĕркелеме пĕр-пĕрин культурине, наци хăйне евĕрлĕхне пĕлмелле тет вăл. Чăваш Республикинче пухăннă хастарсем «Раççейĕн тĕрленĕ карттипе» паллашрĕç. Унăн хăйне евĕрлĕхĕнчен тĕлĕннине пытармарĕç. «Аталану» регионсен тата тĕнче шайĕнчи хутшăнусене йĕркелессипе ĕçлекен ассоциаци ертӳçи Наталья Васильева Президент программипе вĕренсе тухакансене, туризм, услам енĕпе вăй хуракансене чĕнсе эпир хамăр тăрăхри халăхсен пуянлăхĕпе тĕлĕнтерме тăрăшрăмăр, малашне туслă çыхăнусем йĕркелеме тĕллев лартрăмăр тет. Раççейри тĕрлĕ регионтан килнĕ хăнасене чăваш культурипе тата тĕплĕнрех паллашма «Ясна» этнокомплекспа та паллаштарчĕç. Кун пек тĕл пулусем çĕршывĕпех кашни уйăхра тĕрлĕ регионта иртĕç.
1 view
404
136
1 year ago 00:02:19 1
Халăх культурине пĕлни кирлĕ
11 years ago 01:00:44 148
Чăваш халăхĕ пек халăх пур-и вăл?)Госэкзамен РНХ
4 years ago 00:44:13 251
фильм о чувашской культуре “Наследие“
6 years ago 00:02:53 1
Урам вăййисем
4 years ago 00:21:19 36
Халăх хĕрĕ. Галина Изратова ÿнерçĕ
5 years ago 00:04:18 172
Халăх пуçарăвĕпе ял аталанать
6 years ago 00:04:57 8
Вулакан халăхăн чĕлхи пĕтмест
9 years ago 00:01:26 1
Вĕсене юрă пĕрлештерет
2 years ago 00:01:21 1
Эрмен культурин кунĕ иртрĕ
4 years ago 00:00:47 3
Халăх пуçарулăхĕ – хушма майсем
9 months ago 00:21:30 1
Чăваш культурин управçисем
5 years ago 00:01:39 6
Узбексем пловпа сăйларĕç
7 years ago 00:02:51 1
Шупашкарта Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлчĕ
2 years ago 00:04:04 1
Video by Газета “Тăван Ен“
1 year ago 00:06:17 9
Тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем форумра пуçтарăнчĕç
3 years ago 00:01:24 13
Чăваш Енре Сири кунĕсем
12 years ago 00:22:06 13
5. Чунçÿрев-2011. Пикмăрсай ялĕнче иртернĕ концерт.