38-мĕш шкулта - «Пограничниксен çамрăк тусĕсен» отрячĕ

Чăвашра çар ĕçĕ яланах хисепре пулнă, паян та çамрăк ăру Тăван çĕр-шыва юратса ÿсет, аслисем пулăшнипе унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕлемешкĕн те ачаранпах хăнăхса пырать. Çамрăксем республикăра юлашки вăхăтра çĕнĕрен вăй илекен çарпа патриотизм юхăмĕсене хастар хутшăнаççĕ. «Пограничниксен çамрăк тусĕсен» отрячĕсем акă тинтерех йĕркеленсе кайрĕç пулсан та — хальлĕхе вĕсем Чăваш Енре 5 — республика шайĕнче те палăрма ĕлкĕрчĕç.
Back to Top