Çĕнĕ çул çывхарать!

Çулталăкри чи кĕтнĕ те асамлă уяв çывхарать. Çĕнĕ çула, Хĕл Мучипе Юр пикене чăтăмсăррăн кĕтекенсем вара – ачасем. Шкулсенче, ача-пăча пахчисенче çак кунсенче савăнаçлă уявсем иртеççĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне тĕрлĕ районсенчен маттур та пултаруллă, шкулта хастар та тăрăшуллă вĕренекен шăпăрлансем килсе çитрĕç. Кунта Республикăри чи паллă çĕнĕ çул уявĕ иртет.
Back to Top