Кăшăллă вирус, хăвăрт хурав, вĕçех хупă. COVID-19 амак кулленхи пурнăçа чылай çĕнĕ сăмах кĕртрĕ. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕччен Раççейĕпех – ковиканикул. Ĕçлеме кашни кун усă курмалли таварсемпе тивĕçтерекенсене кăна ирĕк панă. Хушу мĕнле пурнăçланнине мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслеççĕ. Вĕсемпе пĕрле пирĕн репортер Алексей Зотиков çула тухрĕ. Çак ыйтăва парсан лавкка хуçи, паллах, ĕçлеместпĕр тесе хуравларĕ. Анчах та социаллă тетелсенче ку лавкка ĕçлет тесе темиçе çăхав та çырнă пулнă. Паянхи тĕрĕслев çак сас-хурана çирĕплетмерĕ. Çапах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Кăшăллă вируспа кĕрешмелли йĕркене çирĕппĕн пăхăнмалла. Социаллă тетелсенчи тепĕр çивĕ ыйту зоолавккасем хупни. Чĕр-чунсене пăхмалла, тĕрлĕ эмел кирлĕ тата ытти те. Çакна шута илсе чĕрчунсене кирлĕ таварсене сутакан тата ветеринари аптекисене уçма палăртнă. Мобильлĕ ушкăн ку енпе ĕçлекен лавккасене те тĕрĕслерĕ. ДЕНИС ЖАРОВ: «Маскăсем тăхăнмаççĕ. Рециркуляторĕ çукки вăл – пĕрре тата температура виçесси пирки журналĕсене тĕр