Ĕне сăвакансем ăмăртрĕç

Регионти чи лайăх ĕне сăвакан — «Рассвет» пĕрлĕхре вăй хуракан Петр Зверев. Çак чыса хастар ĕçчен республика конкурсĕнче çĕнсе илчĕ. Чăваш Енри машинăпа ĕне сăвакан операторсен тупăшăвĕ Трак Ен тăрăхĕнчи Яманак ялӗнче «Красное Сормово» хуçалăхра иртрĕ. Унта республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракан 20 çын хутшăнчĕ.
Back to Top