«Пĕрлĕхре – вăй» тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура çакна кашниех ăнланать. Республика çыннисем ятарлă çар оперцине лекнĕ ентешсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Чăваш Енри волонтёрсем тата Иоанн Кронштадский ячĕллĕ чиркĕве çӳрекенсем Запорожье хулине пулăшу машинине ăсатрĕç.
Çак ырă чĕреллĕ, тăрăшуллă, хастар çынсем кар тăрса черетлĕ пулăшу машинине ятарлă çар операцине лекнĕ тата унта хăйсен ирĕкĕпе кайнă салтаксем патне ăсатнă. Вĕсем тĕрлĕ эмелсем, йывăр япаласене вырăнтан куçармалли 15, 20 тоннăллă домкратсем, минă сирпĕнесрен хăтаракан хатĕрсем пухнă. Çар операцинчи ентешсем шыв çитменнине пĕлтернĕ, çавăнпа тăван çĕртен пластик савăтсемпе 15 тоннă шыв, тутлă чăваш квасне илсе кайнă. Унсăр пуçне УАЗ машина та ентешсем патне çитмелле. Ку вăл пĕтĕмĕшле 10-мĕш машина. Çак пысăк ĕçе республикăри яваплă çынсем тата суту-илӳ пĕрлешĕвĕсем тăрăшнипе йĕркеленĕ. Тăван кĕтесрен ăсатнă япаласем салтаксене вăй-хăват кӳреççĕ, çĕнтерĕве çывхартма пулăшасса шанаççĕ.
1 view
465
124
1 year ago 00:01:14 1
Запорожьене черетлĕ пулăшу çитнĕ
1 year ago 00:01:14 1
Запорожьене черетлĕ пулăшу ăсатнă
1 year ago 00:02:45 1
Вăрмарсем ентешсене пулăшаççĕ
1 year ago 00:02:04 1
Таксистсен ĕçне тимлеççĕ, юрист пулăшăвне анлăлатаççĕ