Тĕнчери лару-тăрăва шута илсе Чăваш Енре хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе улшăнусем кĕртнĕ. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи терроризма хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче калаçрĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕрентӳ учрежденийĕсенчен умлă-хыçлă темиçе кун ачасене эвакуациленине каларĕ. «Садиксемпе шкулсене суя çырусем килеççĕ пулин те, тимлĕхе çухатмалла мар. Хăрушлăха кĕрсе ӳкес мар тесе эпир йĕркепе килĕшӳллĕн ĕçлĕпĕр», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Терроризма хирĕç кĕрешессипе хушма мерăсем те йышăннă. Ку хăш-пĕр объектсене тата çын нумай çӳрекен вырăнсене пырса тивет. Ларăва пухăннисем студентсемпе проф