Çуркунне çитсен юханшыв, пĕве-кÿлĕ çывăхĕнче пурăнакансем ейÿ тапхăрĕ мĕнле иртсе каясси пирки пăшăрханаççĕ. Чăваш Енри синкерлĕ лару-тăрупа кĕрешекен министерствăран пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе пурăнмалли çуртсене шыв илнĕ тĕслĕх çирĕплетмен. Çапах çак ыйтăва малашне те тимлесех тăрĕç.